Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шӗмшеш (Хӗрлӗ Чутай районӗ)

Шӗмшеш ялӗсем пирки тӗплӗнрех кунта пӑхӑр.

Шӗмшеш (выр. Шумшеваши) — Чӑваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ял. Вӑл Мӑн Этмен ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Ял Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Ялтан республикӑн тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 102 километр, район центрне, Хӗрлӗ Чутай ялне ҫитме — 6 километр, чи ҫывӑхри Ҫӗмӗрле чукун ҫул станцийӗччен — 34 километр.

Историйӗ

Яла XVIII ӗмӗрте Шӗмшеш ялӗнчен (хальхи вӑхӑтра Элӗк районӗнчи ял) уйрӑлса тухса куҫса килнисем никӗсленӗ. Пурӑнакан вырӑнӑн историлле ячӗсем — Суры Шумшевашевой, Шумшеваш.

Тӗрлӗ ҫулсенче ял ҫаксен йышне кӗнӗ:

  • Кӑрмӑш уесне — XVII ӗмӗртенпе;
  • Кӑрмӑш уесӗнчи Кӑрмӑш вулӑсне — XVII ӗмӗртенпе;
  • Етӗрне уесӗнчи Кӑрмӑш вулӑсне — 1920 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 1927 ҫулччен;
  • Хӗрлӗ Чутай вулӑсне — 1918 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа;
  • Пантьӑк вулӑсне — 1921 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа;
  • Хӗрлӗ Чутай вулӑсне — 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1927 ҫулччен;
  • Хӗрлӗ Чутай районне — 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа;
  • Ҫӗмӗрле районне — 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 1965 ҫулччен;
  • Хӗрлӗ Чутай районне — 1965 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа.

1835 ҫулччен ял ҫыннисем патшалӑх хресченӗсем, 1863 ҫулччен вара удел хресченӗсем пулнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, пахча-ҫимӗҫ ӳстересси, галантерейӑпа суту-илӳ тӑвасси, ҫавӑн пекех платник тата матрос ӗҫӗ.

1906 ҫулта чиркӳ прихучӗн шкулӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. 1929 ҫулта «Мотор» колхоз йӗркеленӗ.

Шӗмшеш ял канашне ял 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӗнӗ, 1928 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа — Мӑн Этмен ял канашӗнче, 1959 ҫулхи акан 27-мӗшӗнчен пуҫласа вара — Элӗк ял канашӗнче пулнӑ.

Халӑх йышӗ

Ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗн улшӑнӑвӗ:

  • 1795 ҫ.: 579 ҫын (228 арҫын, 351 хӗрарӑм), 85 кил;
  • 1869 ҫ.: 482 ҫын (238 арҫын, 244 хӗрарӑм);
  • 1897 ҫ.: 616 ҫын (310 арҫын, 306 хӗрарӑм), 107 кил;
  • 1926 ҫ.: 737 ҫын (357 арҫын, 380 хӗрарӑм), 148 кил;
  • 1939 ҫ.: 686 ҫын (302 арҫын, 384 хӗрарӑм);
  • 1979 ҫ.: 479 ҫын (210 арҫын, 269 хӗрарӑм);
  • 2002 ҫ.: 329 ҫын (157 арҫын, 172 хӗрарӑм), 154 кил;
  • 2010 ҫ.: 244 ҫын (112 арҫын, 132 хӗрарӑм), 99 харпӑр хуҫалӑх.

Инфраструктура

Ялта кирлӗ социаллӑ объектсем пур.

Паллӑ ҫыннисем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-01 12:11:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 18 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем